РФ Президенчĕ Владимир Путин паян правительство членĕсемпе черетлĕ канашлу ирттерет, пĕлтерет Кремлĕн пресс-служби.
Кун йеркинче — правительство председателĕ Михаил Мишустин, правительство председателĕн перремĕш çумĕ Андрей Белоусов, правительство председателĕн çумĕ Татьяна Голикова доклад вуласси.
Патшалăх пуçлăхĕ правительство членĕсемпе Кремльте куллен çакнашкал канашлусем ирттерет. Юлашки хут президент министрсемпе пĕлтĕрхи декабрĕн 11-мĕшĕнче тĕл пулнă.