Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
10 Нарӑсӑн 2020, 10:47

США Путин СБ ООН «пятеркин» тĕлпулăвне йĕркелеме сĕнни пир-ки шухăшлать

#ВладимирпутинРФ Президенчĕ Владимир Путин СБ ООН кулленхи членĕсен-çĕршывсен лидерĕсен телпулăвне йĕркелеме сĕнни пирки Америка енĕ ĕçлесе хатĕрлеме шутлать. Çакăн пирки РИА Новости панă интервьюра СШАри РФ посолĕ Анатолий Антонов пĕлтернĕ.

Дипломат палăртнă тăрăх, тĕлпулу темине «пятеркăна» кĕрекен пилĕк çĕршыв лидерĕсем те хурав парсан кăна малалла аталантарма пулать. Вара тин партнерсемпе тĕлпулăва хăçан тата ăçта ирттересси пирки калаçма пулать. ООН Хăрушсăрлăх Совечĕн кулленхи членĕсен — пилĕк çĕршыв лидерĕсен — Раççĕй, Китай, США, Франци и Великобритани — тĕлпулăвне ирттерме Владимир Путин холокоста астăвăмĕн Пĕтĕм тĕнче форумĕнче сĕннĕ. Вăл Раççей «пятерка» çĕршывĕсен лидерĕсене тивĕçлĕ çырусем яма шутлани çинчен пĕлтернĕ. Раççей Президенчĕн пресс-секретарĕ январĕн 24-мĕшĕнче Дмитрий Песков Раççей пуçарăвне КНР тата Франци енчен ырланине каланă. США тата Великобритани хальлĕхе хурав паман-ха.
РИА НОВОСТИ.
Читайте нас: