Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
12 Нарӑсӑн 2020, 11:45

Лукашенко Путинпа Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсенче Белорусси çинчен мĕн çырнă пирки калаçнă

#ВладимирПутинБелорусси Президенчĕ Александр Лукашенко Раççей лидерĕпе Владимир Путинпа МИХ тата Telegram-каналсенче республика çинчен тухнă публикацисене сÿтсе явни çинчен каласа панă.Белорусси лидерĕ çакăн пирки ĕнер патшалăхăн ертсе пыракан массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура каланă, пĕлтерет Sputnik Беларусь.

«Юлашки хут эпир Медведевпа, Путинпа виççĕн тĕл пулнă вăхăтра (2019 çулта Сочинче) çак темăсене çĕклерĕмĕр. Вăл: ăна эпир мар тет, мĕнле «эсир мар», енчен те çак канал çав çыннăн пулсан? Паллă хушаматсене каларăм, вĕсем пире кураймаççĕ е пирĕн çинчен тĕрĕс мар информацие укçалла халăх умне кăлараççĕ, — палăртнă Лукашенко.
Нумай пулмасть вăл хăйĕн пресс-секретарьне Раççей массăллă информаци хатĕрĕсенче Белорусси çинчен мĕн çырнине тупса хатĕрлеме хушнă пирки те каласа панă.
Читайте нас: