Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
13 Нарӑсӑн 2020, 11:28

Путин Узбекистан Президенчĕпе телефонпа калаçнă

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин Узбекистан Президенчĕпе Шавкат Мирзиеевпа телефонпа калаçнă вăхăтра икĕ енлĕ ĕçлĕ çыхăнăва сÿтсе явнă, çав шутра тĕрлĕ шайри пулас тĕлпулусене, пĕлтерет Кремль пресс-служби.

Узбекистан Президенчĕ хăй шăнкăравланă.
Узбекистан Президенчĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, икĕ лидер Мирзиеев Раççей Федерацине патшалăх ĕçĕпе килнин кун йĕркине тĕплĕ сÿтсе явнă, çав шутра регионсемпе ректорсен черетлĕ форумĕсене, медиафорума тата ытти ĕçлĕ мероприятисенче пуласси пирки калаçнă.
«Пирĕн çĕршыв Никама пăхăнман Патшалăхсен содружествинче председатель пулнă çул Узбекистанпа Раççей хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвăн малашлăхĕсене пăхса тухнă», — пĕлтереççĕ Мирзиеевăн пресс-службинче.
РИА Новости
Архиври сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: