Раççей Президенчĕ Владимир Путин Калуга облаçĕн губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ пулма Владислав Шапшана хушнă, Анатолий Артамоновăн отставкине йышăннă. Вăл региона 20 çула яхăн ертсе пынă. Президент Указĕнче палăртнă тăрăх, «хăй ыйтнипе».