Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
18 Нарӑсӑн 2020, 16:36

Вӑрҫӑ ветеранӗсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫул ҫитет. Ҫавна май вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци бюджетĕнчен 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.

Кунсӑр пуҫне республика хыснинчен те укҫа уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Правительствинче ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӑрҫа хутшӑннисене 25-шер пин тенкӗ хушма укҫа уйӑрассине ырланӑ. Ун валли хыснара укҫа тупма май пур. Ҫапла вара Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсем 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Олег Николаев Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизаровӑна тивӗҫлӗ саккун проектне вӑраха хӑвармасӑр хатӗрлеме хушнӑ.
Читайте нас: