Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
19 Нарӑсӑн 2020, 11:25

Путин авиаципе турттарассине лицензи памалли процедурăна ансатлатнă

#ВладимирПутинДокумент сывлăш транспорчĕн субъекчĕсенчен ытлашши административлă нагрузкăна пĕтерет.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин сывлăш транспорчĕпе пассажирсене тата çăк турртарнă чух лицензие пăрахăçласси çинчен закона алă пуснă, унăн тĕллевĕ — вăйра тăракан нормăсене икĕ хут йышăнассинчен хăтарасси. Документа право информацин официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.
РФ Сывлăш кодексĕн çăмăллатнă положенийĕсем тăрăх, сывлăш транспорчĕпе пассажирсене тата çăк турттарас ĕçе пурнăçлама лицензи илмелле. Çакăн пек правилăна авиаци ĕçĕсем пурнăçланă чух та пăхса хăварнă.
Çав вăхăтрах Росавиаци паракан лицензи иличчен çав ведомствăрах эксплуатант сертификатне илмелле (вăл лицензи требованийĕсемпе килĕшсе тăнине çирĕплетет). Çĕнĕ закона алă пусни сертификаци процедурисене ансатлатать.
ТАСС
Читайте нас: