Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
20 Нарӑсӑн 2020, 10:53

Путин Медведевпа правительствăна отставкăна ярасси пирки малтанах сÿтсе явнă

#ВладимирпутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин министрсен кабинетне отставкăна яни спецопераци пулнă тесе каланипе килĕшмен.

«Дмитрий Анатольевичпа пирĕн уçă, юлташла çыхăну тахçантанпах пырать. Пирĕн пĕр-пĕринчен вăрттăнлăхсем çук. Çавăнпа та эпир унпа çак темăна малтанах сÿтсе явнă», — тенĕ патшалăх пуçлăхĕ ТАССа «20 вопросов Путину» проект валли интервью панă вăхăтра. «Малтанах калаçрăмăр, вăл [Медведев] ĕçсем мĕнле пулассине пĕлсе тăратчĕ», — палăртнă Путин.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин министрсен кабинетне отставкăна яни спецопераци пулнă тесе каланипе килĕшмен. Çапах та малашнехи плансем пирки Медведевсăр пуçне тата кам пĕлнине, çакнашкал решение хăш вăхăтра йышăннине уçса паман.
Правительствăра улшăнусем питĕ хăвăрт пулса иртни пирки асăрхаттарăва хуравласа Путин: «Çакнашкал ыйтусемпе мĕншĕн тăсмалла, мĕн улшăнать вара?» тесе ыйтнă. «Правительствăна çур çул тăршшĕпе çĕнĕрен йĕркелесен çав вăхăтра çĕршывра мĕн пулса иртетчĕ? — хушса хунă Президент. — Раççей Бельги пек мар, кунта çулталăк тăршшĕ правительствăсăр пурăнма юрамасть».
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: