«Вăл [пурнăç тăршшĕн кăтартăвĕ] ыттине пурне те сăнласа парать», — ăнлантарнă çĕршыв пуçлăхĕ. Путин çын вилнин кăтартăвĕ чакни те паллă пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать. Çĕршывра чĕрепе юн чирĕсене, туберкулеза пула тата çулсем çинчи аварисенче вилекенсен шучĕ чакни çинче чарăнса танă.
Президент наци проекчĕсене çĕршывĕпе мĕнле пурнăçланине куллен контроллесе тăрать. Вăл наци проекчĕсем тĕлĕшпе темĕнле скепсис туйнине каланă, анчах та çак туйăм «ялан пулнă тата ялан пулать». «Çакă лайăх та: скепсис конкретлă результатсем çĕнсе илме тивĕçлисене малалла уттарать», — шанать патшалăх пуçлахĕ.
12 наци проектне тата магистраллĕ инфратытăма сармалли тата модернизацилемелли Комплекслă плана Путинăн майри указĕнче палартнă. Унта сывлăх сыхлав, демографи, вĕрентÿ, экологи, пурăнмалли çурт-йĕрпе хула хутлăхĕ, автомобиль çулĕсем, наука, цифрлă экономика, ĕç тухăçлăхĕпе халăха ĕçпе тивĕçтересси, культура, пĕтĕм тĕнче кооперацийĕпе экспорт, вак тата вăтам бизнеса, предпринимательсене пулăшасси кĕрет.
Наци проекчĕсен пĕтĕмĕшле бюджечĕ 2024 çулччен 25,7 трлн тенкĕпе танлашать, вĕсенчен 13 трлн тенкине федераллĕ бюджетран куçараççĕ, 7,5 трлн тенки бюджет тулашĕнчи, 4,9 трлн — регионсен бюджетĕнчен.
Марина ИВАНОВА хатĕрленĕ.