Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
6 Мартӑн 2020, 11:19

Путинпа Эрдоган Сиринчи вăрçа чарнă

#ВладимирпутинВладимир Путинпа Реджеп Эрдоган Кремльте ултă сехет калаçнă.

Малтан Раççей тата Турци президенчĕсем виçĕ сехет куçа куçăн тĕл пулнă, унтан вĕсен калаçăвне делегаци членĕсем — икĕ çĕршывăн оборона тата ют çĕршыв министрĕсем, ятарлă служба представителĕсем хутшăннă. Енчен те малтан позицисем пĕр-пĕринчен аякка пулнă пулсан (малтанласа пресса валли нимĕнле заявлени те тума шутламан), ултă сехет калаçнă хыççăн лидерсем журналистсем патне тухни пуриншĕн те кĕтменлĕх пулса тăнă.
Путин каланă тăрăх, вĕсем Идлиб провинцинчи кăткăс лару-тăрăва сÿтсе явнă. Идлибран Хмеймим базине (унта Раççей çарĕсем тăраççĕ) 15 хутчен тапăнма хăтланнă. Боевиксем çар тытăçăвне пуçлама провокациленĕ. «Эпир Сири пирки Турци партнерĕсемпе яланах пĕр шухăшлă пулмастпăр пулин те, кашнинче калаçса татăлма май тупатпăр. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ», — тенĕ Путин.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: