Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
11 Мартӑн 2020, 10:52

Владимир Путин 2036 çулччен президент пулса юлма пултарать

#владимирпутинСĕнĕве ЛДПР лидерĕ Владимир Жириновский тата «Справедливая Россия» лидерĕ Сергей Миронов ырланă.

Ĕнер иккĕмĕш вулавра Конституцине кĕртекен улшăнусемпе тÿрлетÿсене пăхса тухнă çĕре Патшалăх Думине Владимир Путин хăй кĕтмен çĕртен килнĕ тата икĕ хыпар пĕлтернĕ: Патшалăх Думине срокран малтан суйлав пулмасть, президент суйланине Конституцие кĕртекен улшăнусене пула «нуле çаврасси» пулма пултарать.
Президент ларăва килнин сăлтавĕ Александр Карелинпа и Валентина Терешкова единороссем маларах кĕртнĕ улшăнусем пулнă.
Карелин лару пуçламăшĕнчех Думăна срокран малтан суйлав ирттерме сĕннĕ. Ăна ЛДПР лидерĕ Владимир Жириновский тата «Справедливая Россия» лидерĕ Сергей Миронов ырланă, РФКП лидерĕ Геннадий Зюганов, пачах урăхла, «вунă хут шухăшласа пăхма» сĕннĕ, мĕншĕн тесен çакă власть турачĕсене сапаласси патне илсе çитерме пултарать. «Единая Россия» фракци лидерĕ Сергей Неверов ĕçтешĕсен тÿрлетĕвне нимĕнле комментари те паман.
«Ведомости» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: