Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
13 Мартӑн 2020, 11:00

Владимир Путин çĕршывăн кризис палăрăмĕсене ăнăçлă çĕнме шанăç пур тесе шутлать

#владимирпутинИнвесторсемпе тĕл пулнă вăхăтра Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра экономика стабиллĕхне сыхласа хăварас темăна çĕкленĕ.

Патшалăх пуçлăхĕ хамăр çĕршыв экономики «турбулент тапхăрне» тивĕçлипе тÿссе ирттерессине шанни çинчен каланă, пĕлтерет «Молодежная газета» ТАСС информацине тĕпе хурса.
Владимира Путин сăмахĕсем тăрăх, производствăн тĕп отраслĕсен кризисран «тĕрекленерех, малашнехи конкурент кĕрешĕвне хатĕртерех» тухма шанăç пур. Ку чухнехи экономика лару-тăрăвĕ проблемăсем кăна мар, çĕнĕ çул-йĕрсем те уçса парать, шутлать вăл.
Владимир Путин инвесторсене хывнă капиталăн хăрушсăрлăхне гарантиленĕ, ĕçлемелли лайăх условисем май пур таран туса пама шантарнă. Кунсăр пуçне çĕршыв ертÿçи правительство тата Тĕп банк начар пулăмсене епле çирĕп чăтса ирттернине тимлеме ыйтнă. Вăл каланă тăрăх, влаçăн стабиллехе упраса хăвармалли ресурссем çителĕклĕ.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: