Раççейпе Европа санкци хирĕçтăрăвне пула нумайне çухатнă, çитменнине хăш-пĕр сферăсенче европеецсем ытларах та шар курнă. Çакăе çинчен Раççей Президенчĕ пĕлтернĕ.
«Европа, хăйсем хак панă тăрăх, çавăн чухлех (Раççей пекех) çухатнă, — палăртса хăварнă вăл ТАССа «20 вопросов Владимиру Путину» проект валли интервью панă вăхăтра. — Вĕсем ытларах та çухатаççĕ».
Тĕслĕх вырăнне президент Европа çĕршывĕсенче Раççейпе таварçаврăнăшне чакарнине пула кирлĕ мара тухнă ĕç вырăнĕсене çухатнине илсе кăтартнă. «Пирĕн патра халĕ пĕтĕм историнче ĕçсĕрлĕх чи пĕчĕкки, — тенĕ патшалăх пуçлăхĕ. — Ку енĕпе эпир нимĕн те çухатман».
Санкцисем тĕнчери тата Европăри пĕтĕм экономикăна хавшатни начар, тенĕ Президент.