Тĕпрен илсен, сăмах калакансем çĕршыва ытлашши централизацилессине критика панă. Пушкăртстан депутачĕсем республика пуçлăхĕ пулма пултаракан кандидата хайсем ятарлă требованисем тăратма паракан право хăварасшăн.
ПР Патшалăх Пухăвĕн вице-спикерĕ, Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕн председателĕ Эльвира Аиткулова Раççей Конституцинче регионсен пуçлăхĕсем пулма пултаракан кандидатсем патне требованисем çителексĕр пулнине палăртнă. Депутат шухăшĕ тăрăх, тĕп законăн 77-мĕш статьи «федеративлă хутшăнусене тулли мар палăртать» тата регионсене кандидатсене хайсен требованийĕсене таратма ирек памасть, тĕслехрен, республикăсен патшалăх чĕлхине пĕлни пăтне.