Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
19 Мартӑн 2020, 11:26

Гульназ Кульсарина: Конституцинчи чылай улшăнусем ахаль çынсене хÿтĕлеççĕ

Гульназ Кульсарина, ПР обществăлла палатин сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика, çемье, ачалăх тата массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен комиссин председателĕ:

«Конституци сучĕ пирĕн тĕп закона кĕртекен улшăнусем закона пăхăнса тăнине çирĕплетнĕ. Чылай тавлашу пулчĕ, халĕ вĕсем шăпланаççĕ, анчах та эпĕ чылай улшăнусем ахаль çынсене хÿтĕлеççĕ тесе шутлатăп. Уйрăмах пенсисене, социаллă тÿлевсене тата пособисене индексацилесси пирки калакан пунктсем пĕлтерешлĕ. Эпĕ чун-чĕререн тăван чĕлхесем пирки калакан пунктсемшĕн савăнатăп. Конституцинче патшалăх мĕнпур халăхсене тăван чĕлхине сыхласа хăварма, ăна вĕренме тата аталантарма условисем тума правăна гарантилет. Конституцие кĕртекен çак тата ытти улшăнусем эпир суйлав участокĕсене килсе сасăласан çеç пурнăçа кĕреççĕ. Айккинче юлмасса чĕнсе калатăп, мĕншĕн тесен çак патшăлахра пирĕн тата пирĕн ачасен пурăнмалла».
Читайте нас: