Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
20 Мартӑн 2020, 13:10

Путин Галкин шÿтленине хурав панă

#владимирпутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин Максим Галкин юморист Раççей пуçлăхĕн должнăçĕ пирки шÿтлени çине хуравланă.

Çĕршыв лидерĕ ТАСС агентствин журналистне Андрей Ванденкона панă интервьюра каланине хак панă.
Журналистпа калаçнă вăхăтра Владимир Путин 2008 çулта хăй 2012 çулта патшалăх пуçлăхĕн должнăçне йышăнасси пирки нимĕн те пĕлменни пирки пĕлтернĕ. Çав тапхăрта çакнашкал сценарине «вариант» вырăнне кăна пăхса тухнă.
«Максим Галкин шÿтленĕ пек, Путин — хушамат мар, должность», — тенĕ Ванденко. «Нимĕнле должность та йышăнман çын кирек мĕнле те шÿтлеме пултарать. Унăн шÿчĕсене итлеççĕ», — хуравланă Путин.
Комик Путин пирки 2019 çулхи октябрьте Новосибирскри концертра шÿтленĕ. Концертран илнĕ видео сетьре пур. Галкин Путин «соображает лучше нас, потому что он уже давно у власти», тенĕ.
«Люди думают уже, что это не должность, что сама должность называется Путин. И на Путине может быть только Путин», — тенĕ Галкин.
Лента.ру.
Читайте нас: