— Икĕ срокран ытла мар умлă-хыçлă влаçа тытса пыни личность культне аталанма памасть. Çĕршывра власть ылмашăнмалла тата нумай партиллĕ система пулмалла, — тет Лаврентьев.
Анчах та халĕ çĕршывра пулса иртекен улшăнусем, политолог шухăшĕпе, халăхăн 6-10 процентне кăна пăшăрхантараççĕ.
— Çынсен чăн пурнăçĕнче нимĕн те улшăнмасть. Вĕсене унчченхи пекех, чи малтан çуркунне ир килни, çурхи шыв хăпарни, влаç шыв илессине мĕнле хатĕрленни канăçсăрлантарать. Анчах нимĕн те асăрхамасăр, çынсем урăх çĕршыва лекеççĕ. Апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне тенкĕ курсĕ йĕркене кĕрессе шутлатăп, вара çынсем стабиллĕх гаранчĕ кам пулса тăни пирки иккĕленмĕç, — тенĕ Сергей Лаврентьев.
http://www.bashinform.ru/