Мартăн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çĕнĕ коронавирус инфекцине COVID-19 пандеми тесе пĕлтернĕ. Юлашки даннăйсем тăрăх тĕнчипе 1,7 млн ытла çынна инфекци ернине палăртнă, 110 пин ытла çын вилнĕ. Çак эрне пуçламăшне Раççейре 18 пин ытла çын коронавируспа чирленĕ, самантсене çĕршывăн 82 регионĕнче тупнă.