Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
14 Апрелӗн 2020, 17:55

Радий Хабиров РКБра карантин хăçан вĕçленесси пирки каласа панă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров федераллĕ «Россия-1» каналри Владимир Соловьевăн программинче регионра коронавируспа йĕркеленнĕ лару-тăру пирки каласа панă. Паянхи кун республикăра чирленĕ 129 самант палăртнă. Виççĕшĕ вилнĕ, 9 çын сывалнă.

«Тĕп лару-тару халĕ Республикăри клиника больницинче, — чарăнса тăнă регион пуçлахĕ. — Унăн сăлтавне тĕпчесси манăн задача мар. Мана унта карантинра пурăнакан 1200 пациентпа врач шăпи пăшăрхантарать».
Радий Хабиров каланă тăрăх, COVID-19 ерме пултаракан теветкеллĕх зонине 3000 яхăн çын лекнĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе РКБ врачĕсемпе пациентсем çыхăнура пулнă. Вĕсемпе ведомство хушшинчи бригадăсем ĕçлеççĕ, вĕсен килĕсенче пулмалла.
«Эпĕ сехерленсе ÿкмĕттĕм. Ытлашши нумай шăв-шав пулчĕ. Паллах, эпир кирек мĕнле пулăшăва та йышăнатпăр, — тенĕ Радий Хабиров. — РКБ илес пулсан, врачсене тав тăватăп, унта пурăнакансене чăтăмлă пулма ыйтатăп. Больницăра выртакан пĕр хĕрарăмпа интереслĕ калаçу пулчĕ. Вăл кредитне тÿлеме ыйтрĕ. Арçынсем хăвăртрах унтан тухасшăн, вĕсен ĕçлемелле, çемьене тăрантмалла».
Пушкăртстан Пуçлăхĕ пациентсемпе врачсем РКБра сахалтан та апрелĕн 20-21-мĕшĕччен пуласси пирки каланă.
«Башинформ».
Читайте нас: