Политолог шучĕпе, президент срокне нульлетни власть стабиллĕхне тытса тăма пулăшать, хальхи тĕнче кризисĕн условийĕсенче çакă питĕ кирлĕ.
«Тÿрлетÿсем тахçанах пулмаллаччĕ тесе шухăшлатăп, — тенĕ Сергей Семенов. — Çак ыйтăва общественность тахçанах çĕкленĕ. Власть тытса пырассинче хальхи тĕнче кризисĕ вăхатĕнче кинет улăштарма кирлĕ мар».
Ун шучĕпе Патшалăх Думипе Федераци Совечĕ пек власть органĕсен рольне ÿстермелле.
«Конституци — вăрах вăхăтлăх документ, — палăртнă политолог. — Официаллă йĕркепе йышăннă тĕрлĕрен декларацисемпе конституцисем ĕçлени чылай вăхăт иртсен туйăнать».
Аса илтеретпĕр, РФ Конституцине кĕртмелли тÿрлетÿсем пирки сасăлава апрелĕн 22-мĕшне палăртнăччĕ, анчах çĕршыври кăткăс эпидемиологи лару-тăрăвне пула ăна хальлĕхе урăх вăхăта куçарнă.