Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
23 Апрелӗн 2020, 10:50

Путин Свердловск тата Воронеж облаçĕсен пуçлăхĕсен доклачĕсене итленĕ

#владимирпутинПатшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ тăрăх, Президент темиçе тĕлпулу ирттернĕ.

Раççей президенчĕ Владимир Путин ĕнер Свердловск тата Воронеж облаçĕсен губернаторĕсемпе — Евгений Куйвашевпа тата Александр Гусевпа видеоçыхăнупа калаçнă.
Кремль представителĕн сăмахĕсем тăрăх, Путин ку эрнере «регионсемпе ĕçлеме» планланă. «Онлайн-режимра вăл Свердловск облаçĕн губернаторĕпе Куйвашевпа, Воронеж облаçĕн губернаторĕпе Гусевпа калаçнă», — ăнлантарнă Песков. Çакнашкал видеоçыхăнупа Путин Приморски крайĕн тата Калининград облаçĕн пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ калаçу ирттернĕ ĕнтĕ.
Патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Путин ют çĕршыв представителĕсемпе телефонпа калаçни тата куçа-куçăн мар темиçе тĕлпулу ирттерни пирки пĕлтернĕ.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: