Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
7 Майӑн 2020, 11:06

Путинпа Лукашенко Çĕнтерÿ парачĕ тата коронавируспа лару-тăрăва сÿтсе явнă

#владимирпутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин тата Белорусси Президенчĕ Александр Лукашенко икĕ çĕршыв коронавируса хирĕç кĕрешме мĕнле мерăсем йышăннине сÿтсе явнă, пĕлтерет Кремль пресс-служби.

Икĕ çĕршыв лидерĕ пĕр-пĕрне инфекцие хирĕç тата ун хыççăнхи палăрăмсемпе кĕрешессипе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен тĕплĕ каласа панă. Александр Лукашенко Раççей Правительствин Председательне Михаил Мишустина хăвăртрах сывалма суннă.
Кунсăр пуçне президентсем Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне хатĕрленес ыйтăва хускатнă. Александр Лукашенко Владимир Путина парада хатĕрленессипе Белоруссинче мĕн туни пирки каласа панă.
Енсем Союз патшалăхĕн йĕркипе ĕçлемелли хăш-пĕр ыйтусене пăхса тухнă, малашнехи плансене сÿтсе явнă.
РФ Сывлăх сыхлав министерствин даннăйĕсем тăрăх, Белоруссинче COVID-19 инфекципе чирленĕ 1350 самант регистрациленĕ, 107 çын вилнĕ. Çĕршывра 3771 пациент сывалса больницăран тухнă.
«Панорама».
Читайте нас: