Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
6 Сентябрӗн 2021, 15:00

Акӑлчан салтакӗсем Афганистанран паранджа тӑхӑнса тарнӑ

Кун ҫинчен Британи хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗнче хӗсметре тӑракансем хӑйсем каласа панӑ.   

Акӑлчан салтакӗсем Афганистанран паранджа тӑхӑнса тарнӑ
Акӑлчан салтакӗсем Афганистанран паранджа тӑхӑнса тарнӑ

Кун ҫинчен Британи хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗнче хӗсметре тӑракансем хӑйсем каласа панӑ. 

Талибсем (Раҫҫей Федерацийӗнче террористла организаци шутланать). Кабула сасартӑк илнӗ вӑхӑтра британецсем хӑйсен базинче пулнӑ. Аэропорта ирӗклӗ майпа ҫитме вӗсем пултарайман. Ҫавӑнпа та НАТО салтакӗсем хӗрарӑм тумӗсене тӑхӑнса, вӗсен докуменчӗсене илсе АПШ контрольлекен аэропорт еннелле ҫуран кайнӑ. Ҫул ҫинче чарса документсем тӗрӗслекен талибсен патрулӗсем вӗсене пичӗсене уҫса кӑтартма ыйтма хӑяйман, мӗншӗн тесен шариат законӗпе афган хӗрарӑмӗн упӑшкине кӑна питне кӑтартма юрать. Ҫак  чеелӗхпе усӑ курнӑ та таракансем. Чӑн чӑн салтакшӑн кун пек "паттӑрлӑх" намӑс шутланать пулин те, хӑйсем Афганистанран еплерех хӑтӑлни ҫинчен акӑлчансем каласа пама шутланӑ. Арҫынсем. 

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/aklchan-saltaksem-afganistanran-parandzha-tkhnsa-tarn

Акӑлчан салтакӗсем Афганистанран паранджа тӑхӑнса тарнӑ
Акӑлчан салтакӗсем Афганистанран паранджа тӑхӑнса тарнӑ
Автор:
Читайте нас: