Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Александр Авдеева Владимир облаҫне ертсе пыма сӗннӗ.
Авдеев унпа килӗшнӗ. Путинпа парламентари тӗлпулӑвӗ октябрӗн 4-мӗшӗнче видеоконференцçыхăну режимӗнче иртнӗ.
Авдеевпа калаҫнӑ чухне патшалӑх пуҫлӑхӗ хӑйпе калаҫакан ҫынран хӑй сӗнекен ҫӗнӗ участок ҫинчен мӗн пӗлнипе интересленнӗ.
"Муниципалитет, регион ӗҫӗн опычӗ, инвестицисем явӑҫтарас, экономика вӑй-хӑватне аталантарас сферӑри ӗҫ опычӗ пуррине шута илсе, федераци шайӗнче, ҫав шутра саккун бази те, мана Владимир облаҫӗн территорине ертсе пыма май паракан опыт пек туйӑнать", — хуравланӑ Авдеев. Ҫавӑн пекех Авдеев 2016 ҫулччен Калуга облаҫӗн вице-губернаторӗ тата регионӑн пӗрремӗш ҫынни пулмалли пирки тунӑ ӗҫсен уйрӑмлӑхне те палӑртнӑ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Антон Новодережкин.