Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
8 Декабрӗн 2021, 10:05

Беларуссин патшалӑх деятельне Урал Латыпова Халӑхсен туслӑх орденӗпе наградӑланӑ

Урал Латыпов регион пуҫлӑхне пысӑк награда панӑшӑн тав тунă.

Беларуссин патшалӑх деятельне Урал Латыпова Халӑхсен туслӑх орденӗпе наградӑланӑ
Беларуссин патшалӑх деятельне Урал Латыпова Халӑхсен туслӑх орденӗпе наградӑланӑ

Минскра Пушкӑртстанăн ертÿçипе Радий Хабировпа Белоруссин патшалӑх тата обществӑпа политика деятелӗпе Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ Урал Латыповпа тӗл пулу иртнӗ.

Радий Хабиров ентеше Халӑхсен туслӑх орденне парнеленӗ, Пушкӑртстанпа Беларусси хушшинче килӗштерсе ӗҫлеме пулӑшнине палӑртнă. Урал Латыпов регион пуҫлӑхне пысӑк награда панӑшӑн тав тунă тата Пушкӑртстанпа Беларусси тӑван халӑхӗсем пӗрлехи историпе пӗрлехи хаклӑхсене ҫыхӑнтарнине палӑртнă. Вӑл хӑйӗн пӗчӗк тӑван ҫӗршывне – Пушкăртстанри Бакалă районне — кашни ҫул килни ҫинчен каласа панă.

Урал Латыпов тӗрлӗ ҫулсенче Беларусь Республикин Президенчӗн пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ, унӑн администрацине ертсе пынӑ, Беларуссин Премьер-министрӗн ҫумӗ, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ, ҫӗршыв Хӑрушсӑрлӑхӗн Патшалӑх секретарӗ пулнӑ.

«МГ» информацийĕпе.

Беларуссин патшалӑх деятельне Урал Латыпова Халӑхсен туслӑх орденӗпе наградӑланӑ
Беларуссин патшалӑх деятельне Урал Латыпова Халӑхсен туслӑх орденӗпе наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: