Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
8 Декабрӗн 2021, 09:19

Путинпа Байден видеоçыхăнупа калаçнă

#владимирпутин

Путинпа Байден видеоçыхăнупа калаçнă
Путинпа Байден видеоçыхăнупа калаçнă

РФ Президенчӗ Владимир Путин тата Америка лидерӗ Джо Байден ытларикун, декабрӗн 7-мӗшӗнче, видеоҫыхӑнупа калаҫма пуҫланă.

Вӗсем Украинӑри лару-тӑрӑва тишкерсе тухасса, хӗвелтухӑҫнелле тата пӗтӗм тӗнчери повесткӑна анлӑлатасса кӗтеҫҫӗ. Патшалӑх пуҫлӑхӗсем Афганистана та, икӗ енлӗ хутшӑнусен ыйтӑвне те пырса тивнĕ.

Унсӑр пуҫне калаҫу июнӗн 16-мӗшӗнче Ла-Гранж виллăра иртнӗ Женевӑра тунӑ килӗшӳсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ.

Ун чухне саммит вăхăтĕнче Путинпа Байден стратегилле стабиллӗх енӗпе пӗрлехи заявлени йышӑнчӗҫ. Унта ҫӗршывсем диалогпа усӑ курса пуласлӑха хӗҫпӑшалсемпе тӗрӗслесе тӑма тата теветкеллӗхе чакарма никӗс хывма тӑрӑшни ҫинчен каланӑ.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Кристина Кормилицына.

Путинпа Байден видеоçыхăнупа калаçнă
Путинпа Байден видеоçыхăнупа калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: