-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Великобританин премьер-министрӗпе Борис Джонсонпа телефонпа калаҫнă. Кун ҫинчен декабрӗн 13-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ.
Калаҫнӑ хушӑра политиксем Украинӑри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.
Хӗвеланӑҫӗнчи ытти лидерсем пекех, Джонсон Раҫҫей ҫарӗсем Украина чиккисем патӗнче анлӑ куҫса ҫӳрени пирки пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Раҫҫей лидерӗ Великобританин премьерне кӳршӗри патшалӑх таврашӗнчи принциплӑ хаклавсем пирки тӗплӗн ăнлантарнӑ.
"Известитя" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Алексей Никольский.