Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Политика
9 Кӑрлач 2022, 21:40

РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пырать

Çапла, политика вăййисем нихăçан та тирпейпе те йӗркеллӗхпе палăрса тăман

РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пырать
РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пырать

Сăмахăн вăйӗ пысăк, унпа пӗлсе усă курмалла. Çынна хавхалантарма та, çапса хуçма та пулать унпа. Политик аллинче вара сăмах чăн-чăн хӗç-пăшал вырăннех пулса тăрать. Унпа чыссăрла усă курнине хамăрах куратпăр. Раççей нихăçан та аггрессорла çӗршыв пулман, анчах чылай ют çӗршыв çак ултавлă шухăша шантарма тăрăшать. Çак шухăш тӳрре килнине нумай пулмасть РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу та «Звезда» телеканал хăни пулнă чух çирӗплетнӗ.
Раççейӗн оборона министрӗ Сергей Шойгу кашни фронтрах информаци вăрçи пыни, Мускавăн ăна выляса яма ирӗе çукки çинчен пӗлтернӗ. Кун пирки вăл «Звезда» телеканалăн «Военная приемка» кăларăмӗнче каланă.
«Паян информацие вăл е ку формăра панă вăхăтсем мар. Пӗр хăрамасăрах калама пултаратăп, чăн-чăн пысăк вăрçă пырать», – тенӗ оборона министрӗ министерствăн Информаципе массăлла коммуникацисен департаменчӗн ӗçне хакласа. Раççее хирӗç информаци вăрçине пуçлани çинчен Сергей Шойгу маларах та – 2016 çулта каланăччӗ. Ун сăмахӗсемпе, СШАпа НАТО ытти çӗршывсене хăйсен шухăшне экономикăпа политика диктатурипе кăна мар çар вăйӗпе усă курса та йышăнтарма тăрăшнă.
Çапла, политика вăййисем нихăçан та тирпейпе те йӗркеллӗхпе палăрса тăман.

http://suvargazeta.ru/

РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пырать
РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пырать
Автор:
Читайте нас: