#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тунтикун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, Пакистанӗн премьер-министрӗпе Имран-Ханпа телефонпа калаҫнă, енсем коронавируспа кӗрешнине сӳтсе яврӗҫ. Кун ҫинчен Кремль сайтӗнче каланӑ.
"Тӗрлӗ облаҫсенче Раҫҫейпе Пакистан ҫыхӑнӑвӗсене аталантармалли ыйтусене, ҫав шутра суту-илӳпе экономика, энергетика тата гуманитари сферисене те, ҫавӑн пекех коронавирус инфекцине сарăлма памассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ", — тесе палӑртнӑ пӗлтерӳре.
Пакистан премьерӗ пакистансен обществинче тата пӗтӗмӗшле мусульмансен тӗнчинче Путин ҫулленхи пресс-конференцире декабрӗн 23-мӗшӗнче каланӑ заявленисене пӗр-пӗр тӗн, наци е социаллӑ ушкӑнӑн тивӗҫлӗхне чакаракан кирек мӗнле ӗҫ-хӗле те ирӗке кӑларма юраманнине палӑртнӑ.
Хуравланӑ май Путин Раҫҫей истори нумай нациллӗ тата нумай конфессиллĕ патшалӑх пулнине палӑртнă. Унта ĕмĕртенпе йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ тӗне тытса тӑракан халӑхсем, ҫав шутра ислам та, пурӑнаҫҫӗ тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Алексей Никольский