+1 °С
Юр
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Венгри премьер-министрĕ Виктор Орбанпа калаçу йӑлана кӗнӗ Раççейпе Венгри хушшинчи лару-тăрура иртни ҫинчен каласа панă.
Владимир Путин Венгрин премьер-министрӗпе калаҫнӑ чухне пур ыйтӑва та тенӗ пекех сӳтсе явнине палӑртнă. Тӗлпулу пилӗк сехете яхӑн пынă.
Раҫҫей Президенчӗ Венгри Европӑра Раҫҫейĕн чи паллӑ партнер пулнине палӑртнӑ. Газ транзитне хӗвеланӑҫ Европӑна куҫарас енӗпе Венгри шанчӑклă пулнине палӑртнă вӑл, Раҫҫей "туслă ĕç-хĕле ӳстерме" хатӗр пулнине пӗлтернӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru сайтран.