-7 °С
Пӗлӗтлӗ
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тавра май килнӗ таран сыхланмалли майсем йышӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл халӑхпа тухса калаҫнӑ чухне маскӑпа ҫӳремест. Кун ҫинчен Кремлĕн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ каланă тăрăх, Путинпа контактлакан ҫынсене темиҫе хут та тестлаççĕ, вӗсенчен хӑш-пӗрисен карантинта темиҫе кун пурӑнма тивет.
Январь вӗҫӗнче Кремлĕн официаллӑ представителӗ Владимир Путин пандеми вӑхӑтӗнче пӗрре те коронавируспа чирлеменни ҫинчен те пӗлтернӗ.
lenta.ru