Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
24 Нарӑсӑн 2022, 12:54

Украинăн погранслужби пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Белорусси çарӗсем пулăшнипе çӗршыв чиккине атакăланă

Çӗршыв Пуçлăхӗ Раççее хăмсарма пултаракан тулашри вăйсене те асăрхаттарнă, ун сăмахӗсемпе Раççей хуравӗ çийӗнчех пулать.

Украинăн погранслужби пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Белорусси çарӗсем пулăшнипе çӗршыв чиккине атакăланă
Украинăн погранслужби пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Белорусси çарӗсем пулăшнипе çӗршыв чиккине атакăланă

Çакă ирхине 5:00 сехетре пулса иртнӗ. Анчах та вӗсене хирӗç тăракан пулман пулмалла, мӗншӗн тесен çак «атака» хыççăн миçе çын вилнине е аманнине ниçта та çырмаççӗ. Апла-тăк пирӗннисем чикӗ урлă пӗр чăрмавсăр каçнă.
Маларах Раççей Оборона министерстви Украинăн çар инфраструктурине юрăхсăра кăларни çинчен пӗлтернӗ. Тӗл перекен хатӗрĕсемпе ПВО объекчĕсене, çар инфраструктурине, çар аэродромӗсене, Украинăн çар авиацине тӗп тăваççӗ. Граждан халăхӗшӗн хăрушлăх çук тесе палăртаççӗ пирӗннисем.
Унччен маларах Раççей Президенчӗ Владимир Путин Донбассра ятарлă çар операцине ирттересси çинчен пӗлтернӗччӗ. Çӗршыв Пуçлăхӗ Раççее хăмсарма пултаракан тулашри вăйсене те асăрхаттарнă, ун сăмахӗсемпе Раççей хуравӗ çийӗнчех пулать.

http://suvargazeta.ru/

 

Украинăн погранслужби пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Белорусси çарӗсем пулăшнипе çӗршыв чиккине атакăланă
Украинăн погранслужби пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн хӗçпăшаллă çарӗсем Белорусси çарӗсем пулăшнипе çӗршыв чиккине атакăланă
Автор:
Читайте нас: