Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
5 Мартӑн 2022, 11:37

Зарина Газизова: Дезинформацие ан шанăр, историе тĕпчĕр

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Зарина Газизова: Дезинформацие ан шанăр, историе тĕпчĕр
Зарина Газизова: Дезинформацие ан шанăр, историе тĕпчĕр

Кашни эрнере регион правительствинче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республика Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерес енӗпе Раҫҫей Президентне пӗр иккӗленмесӗр пулӑшнине палӑртнӑ.

Регион пуҫлӑхӗн сӑмахӗсене ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн Ҫамрӑксен общество палатин председателӗ Зарина Газизова комментари панă.

— Вӑйлӑ ҫар патшалӑхăн никамапӑхӑнманлӑх никӗсӗ пулса тӑнӑ тата пулса юлать, вăл —ҫӗршыври мӗнпур ҫын ырлӑхӗшӗн шанчӑклӑ тӗрев. Кӑткӑс лару-тӑрура Раҫҫей Украинӑна туртса илесшӗн мар. Пирӗн ҫӗршыв лидерӗ Владимир Путин Украина ҫыннисен хӑйсен пуласлӑхне хӑйсем палӑртса хумалла тесе палӑртнӑ. Украина халӑхӗн вӗсен патшалӑхне малалла аталантармалли ҫул суйласа илмелле, тулашран хутшӑнмасӑр. Пур событисене те вӑхӑт иртсен хак памалла тесе шутлатӑп, халӗ вара урӑххи кирлӗ — пирӗн ҫара тата суйласа илнӗ стратегие пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗпленмелле, мӗншӗн тесен эпир информаци вӑрҫине те, провокацие те пӗр хӑраса тӑмасӑр тата сивӗ ӑспа кӑна ҫӗнтерме пултаратпӑр.

Ҫамрӑксенчен ыйтатӑп: дезинформацие ан ӗненӗр, историе тӗпчӗр, пирӗн ҫар чи шанчӑклӑ, мирлӗ ҫынсен политики вара нихӑҫан та хирӗҫӳ пуҫламаннине яланах пӗлсе тӑрӑр.

 «МГ» информацийĕпе.

Зарина Газизова: Дезинформацие ан шанăр, историе тĕпчĕр
Зарина Газизова: Дезинформацие ан шанăр, историе тĕпчĕр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: