Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
26 Апрелӗн 2022, 12:42

Айгуль Гареева ҫӗнӗ ӗҫе куҫать

Вӑл Пушкӑртстан Республикинчи Халӑха социаллӑ хӳтлӗх министерствине министр заместителӗн должноҫне куҫать.

Айгуль Гареева ҫӗнӗ ӗҫе куҫать
Айгуль Гареева ҫӗнӗ ӗҫе куҫать

Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайĕн депутачӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ĕҫлекен Комитет председателӗн заместителӗ, граждансен обществин институчӗсене тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсене аталантарас енӗпе ĕҫлекен Айгуль Гареева депутат ӗҫне вӗҫленӗ.
Вӑл Пушкӑртстан Республикинчи Халӑха социаллӑ хӳтлӗх министерствине министр заместителӗн должноҫне куҫать.
– Айгуль Рашидовна Патшалăх Пухӑвӗнче ӗҫленӗ хушӑра ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма, ҫав шутра патронашри ҫемьесене йышӑнма, ҫавӑн пекех коммерциллӗ мар социаллӑ ориентирлӑ организацисене аталантарма янӑ республикӑн пӗтӗм саккунӗсене йышӑнма пуҫарнӑ, - комментари панӑ Парламент Председателӗ Константин Толкачев. – Коммерциллӗ мар организацисен ыйтӑвӗсемпе эксперт канашӗн председателӗ пулнӑ май пӗрмаях НК представителӗсем валли семинарсем, вӗрентекен практика мероприятийӗсем ирттернӗ, вӗсене грантсене явӑҫтарма заявкӑсем хатӗрлеме пулӑшнӑ. Халӗ пирӗн ӗҫтеш республикӑри халӑха ӗҫ, социаллӑ хӳтлӗх министерствине ӗҫлеме куҫать, унта ҫав блоках министр заместителӗ пулса ыйтусене туртать.
"МГ" информацийĕпе.

Айгуль Гареева ҫӗнӗ ӗҫе куҫать
Айгуль Гареева ҫӗнӗ ӗҫе куҫать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: