Украинӑри спецоперацин пирвайхи сехечӗсенчен пуҫласа Раҫҫей ҫыннисене информаци атаки пуçланнă. Вӑл социаллă сетьсенче, сайтсенче, реклама тата баннер сечӗсенче. Информаци вӑрҫи комплекслӑ та профессиллĕ пырать, контент тĕрĕс мар фактсенчен тӑрать. Пӑрахӑҫсен тӗллевӗ - Раççей ҫыннисен обществӑлла шухӑшӗ ҫине витӗм кӳресси, йӗркеленнӗ йӑласене пӑсасси, ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвне хавшатасси. Ку ыйтусене 2022 ҫулхи майӑн 26-мӗшӗнче Роскомнадзорăн Общество совечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнă.
Фейксене блокировка тăвасси - ведомство ӗҫӗн пӗр пайӗ ҫеҫ. Роскомнадзор техсистемисем анӑҫри компьютер атакисене тытса чараççĕ. Роскомнадзор МВДпа, ФСБпа тата Раççей Генпрокуратурипе пĕрле ҫыхӑнса ӗҫлет.
"МГ" информацийĕпе.