Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
14 Июлӗн 2022, 18:42

Абхази президентне Пушкӑртстанра Су-35 истребитель парнеленӗ

Теплĕнрех сайтра вулăр.

Абхази президентне Пушкӑртстанра Су-35 истребитель парнеленӗ
Абхази президентне Пушкӑртстанра Су-35 истребитель парнеленӗ

Абхази делегацийӗ Аслан Бжания президенчӗ ертсе пынипе Уфари мотор тӑвакан производство пӗрлешӗвĕнче пулнă. ПР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем вертолет двигателӗсен компоненчӗсене кӑларакан производствӑпа технологи центрӗн ӗҫӗпе паллашнă.
Аслан Бжания Уфари мотор тӑвакансен ӗҫне пысӑк хак панӑ, Пушкӑртстанпа нумай сферӑра туслă ĕçлеме хатӗррине пӗлтернӗ. Абхази президентне экскурсире асӑнмалӑх Су-35 истребителĕн пӗчӗклетнӗ модельне, ун валли двигательсем ҫав шутра УМПО заводӗнче пуҫтараççĕ, парнеленнĕ.
Аса илтеретпӗр, маларах Пушкӑртстанпа Абхази туризм, экономика тата инвестици сферинче хӑйсен вӑй-хӑвачӗпе пӗр-пӗрне паллаштарнă тата пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли майсене палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: ПР правительствин сайчӗ.

Абхази президентне Пушкӑртстанра Су-35 истребитель парнеленӗ
Абхази президентне Пушкӑртстанра Су-35 истребитель парнеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: