Абхази Республикин президенчӗ Аслан Бжания Пушкӑртстан правительствин премьер-министрӗпе Андрей Назаровпа пӗрле "Шульган-Таш" историпе культура музей комплексне тата Бурзян районӗнчи пысӑк ҫӗр хӑвӑлне ҫитсе курнӑ, пӗлтерет премьерӑн пресс-служби.
Андрей Назаров президента ҫӗнӗ музей ҫинчен, Шульган-Таш ҫӗр хӑвӑлӗн чулсем çинчи живопиҫӗ ҫинчен каласа панă, ҫак вырӑнсем — пӗтӗм этемлӗхӗн пуянлӑхӗ, пуласлăхра ҫӗр хӑвӑлӗ ЮНЕСКО пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне лекмелле, тенӗ.
Абхази президенчӗ Бурзян районĕнче пулнӑ хыҫҫӑн унӑн икӗ республикӑн пӗрешкеллĕхĕ нумай пулни пирки иккӗленӳ юлманнине палӑртнă. Аслан Бжания каланӑ тӑрӑх, Абхазире пурӑнакансене тараватлӑ Пушкӑртстана килсе курма сӗнет, çав хушӑрах Абхази те пушкӑрт турисчӗсене яланах хавас пулать.
https://resbash.ru/news информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительствин пресс-служби.