Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
19 Августӑн 2022, 18:36

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистан илемĕпе киленнĕ

Медресе, мечĕтсем, мавзолейсем…

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистан илемĕпе киленнĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистан илемĕпе киленнĕ

Халӗ Радий Хабиров Узбекистанра ӗҫлӗ визитпа.
Наманганӑра вӑл инвесторсемпе тӗл пулнă. Ҫапах та Радий Хабировăн ӗҫлӗ визичĕ вӑхӑтӗнче ку ҫӗршывӑн туризм потенциалӗ куҫĕнчен çухалман, вăл Пушкӑрт ҫыннисене ăна хаклама сӗнет.
- Узбекистан калама ҫук илемлӗ. Кунта мӗн те пулин курмалли нумай, - ҫырнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӑйӗн соцсетьри страницинче. - Сӑмахран, пӗр Наманган облаҫӗнче кӑна - историллӗ 27 объектпа сӑваплӑ вырӑнсем. Медресе, мечĕтсем, мавзолейсем…
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ халӗ Уфаран Узбекистана икӗ рейс – вырсарникунсенче Ташкента, юнкунсенче – Намангана вӗҫнине аса илтернӗ. Çак çул кирлӗ пулсан, вӑл татах рейссем уҫма сӑмах панӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистан илемĕпе киленнĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистан илемĕпе киленнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: