Çутă çул
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
21 Сентябрӗн 2022, 18:31

Уфана Беларуҫ премьер-министрӗ Роман Головченко килнĕ

Визит шайӗнче Пушкӑртстанпа Беларуҫӑн экономика, инвестици тата туризм вӑй-хӑвачӗн презентацийӗ пулӗ.

Уфана Беларуҫ премьер-министрӗ Роман Головченко килнĕ
Уфана Беларуҫ премьер-министрӗ Роман Головченко килнĕ

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче Пушкӑртстана ĕçлĕ визитпа Беларуç Республикин премьер-министрӗ Роман Головченко ертсе пыракан официаллӑ делегацийӗ килнĕ. Уфа аэропортӗнче вĕсене регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров кĕтсе илнĕ.
Беларуҫ представителӗсем Уфара иртекен "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм тӗнчери конгресне хутшӑнӗҫ.
Роман Головченко Радий Хабировпа пӗрле промышленноҫ предприятийӗсемпе социаллӑ объектсене пырса курӗҫ. Сӑмахран, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ тата Беларуҫ премьер-министрӗ Минск автомобиль завочӗн дилер центрне уҫӗҫ те Беларуҫри "АМКОДОР" производство комплексӗн стройплощадкине капсулӑна хывӗҫ.
Визит шайӗнче Пушкӑртстанпа Беларуҫӑн экономика, инвестици тата туризм вӑй-хӑвачӗн презентацийӗ пулӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Уфана Беларуҫ премьер-министрӗ Роман Головченко килнĕ
Уфана Беларуҫ премьер-министрӗ Роман Головченко килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: