Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Политика
26 Сентябрӗн 2022, 21:04

Радий Хабиров йӑнӑш мобилизациленӗ кашни ҫын пирки тӗпчесе пӗлме хушнă

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ кашни хушамат тӑрӑх тӗпчесе пӗлмеллине палӑртнă.

Радий Хабиров йӑнӑш мобилизациленӗ кашни ҫын пирки тӗпчесе пӗлме хушнă
Радий Хабиров йӑнӑш мобилизациленӗ кашни ҫын пирки тӗпчесе пӗлме хушнă

Правительство канашлӑвӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ уйрӑм мобилизаципе ҫыхӑннӑ мӗнпур йӑнӑшсене тӗплӗн тишкерсе тухма хушнă. Паянхи канашлура Радий Хабиров Пушкӑртстан Владимир Путинӑн уйрӑм мобилизацилесси ҫинчен калакан указĕпе пӗтӗмӗшпех килĕшни ҫинчен пӗлтернӗ. Регион ертӳҫи ҫак йышӑнӑва "виҫнӗ тата кирлӗ" тенӗ.
Анчах Радий Фаритович ҫакна палӑртнă: вӗсен упӑшкисене, ывӑлӗсене е пиччӗшӗсене мобилизацилемелле марри ҫинчен калакан документсем паракан ҫынсем нумайланаççĕ. Ҫавна май тавлашуллӑ самантсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе, Хабиров муниципалитетсен пуҫлӑхӗсенчен "мӗнпур ӗҫсене айккинелле куҫарма" тата ҫар комиссариачӗсемпе пӗрле списоксемпе ӗҫлеме тытӑнма хушнӑ. Чи малтан ҫынсем мӗн-мӗн тунине тишкерсе тухмалла. Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ кашни хушамат тӑрӑх тӗпчесе пӗлмеллине палӑртнă.
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров йӑнӑш мобилизациленӗ кашни ҫын пирки тӗпчесе пӗлме хушнă
Радий Хабиров йӑнӑш мобилизациленӗ кашни ҫын пирки тӗпчесе пӗлме хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: