Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
29 Сентябрӗн 2022, 20:23

Пушкӑрт правительствин пӗрремӗш вице-премьерӗ хӑй ирӗкӗпе СВОна каять

Кун ҫинчен Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн постӗнче пӗлтернӗ.

Пушкӑрт правительствин пӗрремӗш вице-премьерӗ хӑй ирӗкӗпе СВОна каять
Пушкӑрт правительствин пӗрремӗш вице-премьерӗ хӑй ирӗкӗпе СВОна каять

Республика правительствин премьер-министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Азат Шамилевич Бадранов доброволец пулса ятарлă ҫар операцине кайма заявлени ҫырнӑ. Кун ҫинчен Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн постӗнче пӗлтернӗ.
"Эпӗ ун майлӑ пултӑм. Эпир Азатпа ӗҫтешсем ҫеҫ мар, юлташсем, чун-чӗрепе ҫывӑх ҫынсем пулнине нихҫан та пытарман. Унӑн йышăнăвĕпе мухтанатӑп. Чӑн-чӑн арҫынсен ҫапла тумалла тесе шутлатӑп, - ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ. — Ҫак кунсенче ытти чиновниксем те лӑпкӑ, тивӗҫлӗ решени йышӑнчӗҫ те СВОна е мобилизациленисемпе, е хӑйсен ирӗкӗпе кайрӗҫ".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

Пушкӑрт правительствин пӗрремӗш вице-премьерӗ хӑй ирӗкӗпе СВОна каять
Пушкӑрт правительствин пӗрремӗш вице-премьерӗ хӑй ирӗкӗпе СВОна каять
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: