+29 °С
Пӗлӗтлӗ
#владимирпутин
Путин ачасене хирӗҫ санкцисем кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва шизофрени тесе каланă.
Раҫҫейри хӑш-пӗр политиксен ачисене хирӗҫ санкцисем, Хӗвеланӑҫ кĕртнисем, сиенлӗ тата шизофренипе чикӗленеҫҫӗ, тесе шутлать РФ Президенчӗ Владимир Путин.
"Ку шизофрени пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Мӗншӗн тесен ҫул ҫитмен ачасене хирĕç санкци лартасси - пӗтӗмпех сиенлӗ япала. Вӗсем хӑйсем мӗн тунине ӑнланма та пӑрахнӑ пек туйӑнать мана", - тенӗ Раҫҫей лидерӗ, эрнекун журналистсем ыйтнипе черетлӗ санкци списокĕпе паллашнă май.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.