-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Крым кӗперӗ тӑрӑх чугун ҫулне пӗтӗмпех юсаса пӗтернĕ. Кирлӗ пулсан, пассажир поезчӗсем хушма хута кайӗҫ. Кун пирки Раҫҫей правительствин Вице-премьерӗ, ЧП комиссине ертсе пыракан Марат Хуснуллин пӗлтернӗ.
Крыма çăк турттармалли транспорта ҫитес талӑкра паромсемпе ӑсатӗҫ.
Аса илтеретпӗр, маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым кӗперӗ ҫинче автомобильсен юхӑмне ҫӗнетнӗ.
Наци антитерроризм комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун ирхине Крым кӗперӗ ҫинче çăк автомобилĕ сирпĕннĕ, çичĕ чугун ҫул цистерни ҫунма пуҫланӑ. Тӗпчев пырать, виҫӗ ҫын вилни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: https:/wiki2.оrg/ru/