

#владимирпутин
Канашлӑвӑн улттӑмӗш Саммитӗнче пӗр-пӗринпе хутшӑнса тата шанӑҫ мерисемпе тӗлпулу Казахстан тӗп хулинче иртет. Унта хутшӑнакансем экономика ҫирӗплӗхне, апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне, регионти йӗркене сыхласа хӑварассине сӳтсе яваҫҫӗ.
Кремль пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин тӗнчере хӑрушсӑрлӑхӑн пӗр тан тата пайланман системи йӗркелентӗр тесе Раççей пурне те тӑвать тенĕ.
Владимир Путин ҫавӑн пекех Раҫҫей Китайпа пӗрле информаципе коммуникаци технологийӗсен сферинче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес енӗпе пӗрле ӗҫлесси ҫинчен калакан хальхи саммитӑн пӗрлешӳллӗ заявленийӗн проектне туса хатӗрленине те асӑрханӑ. Президент ӑна ырласса шанать.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкӗ: kremlin.ru