Октябрӗн 20-мӗшӗнче республика Правительствин çуртӗнче ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров регионти оперативлӑ штабӑн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ, пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗн пресс-служби.
Паллӑ ӗнтӗ, регион Пуҫлӑхӗ маларах асӑннӑ оперативлӑ службӑсемпе вăй тытӑмӗсен, министерствӑсемпе ведомствӑсен, ҫавӑн пекех регионти организацисемпе муниципалитетсен ертӳҫисем кӗнӗ оперштаб тӑвас пирки указа алӑ пуснӑ.
Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн указӗпе Пушкӑртстана база хатӗрлӗх шайне пӗлтерекен территорисен шутне кӗртнине палӑртнă. Халӗ республика умӗнче тӗп тӗллев - предприятисен, организацисен, пӗтӗм экономикӑн тата социаллӑ сферӑн шанчӑклӑ ӗҫне тивӗҫтересси.
Ларура Пушкӑртстан экономикин ҫирӗп ӗҫ-хӗлне сыхласа хӑварас ӗҫе йӗркелессине сӳтсе явнă. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Правительствӑпа муниципалитетсене мобилизациленӗ ҫынсен ҫемйисене адреслӑ пулӑшу парасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхма хушнӑ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкӗ: glavarb.ru сайтран.