Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
29 Ноябрӗн 2022, 20:02

Владимир Путин Пушкӑртстанпа Казахстан килӗштерсе ĕçленине хакланă

#владимирпутин

Владимир Путин Пушкӑртстанпа Казахстан килӗштерсе ĕçленине хакланă
Владимир Путин Пушкӑртстанпа Казахстан килӗштерсе ĕçленине хакланă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пушкӑртстанпа Казахстан килӗштерсе ӗҫленине аталантарас енӗпе ялан ӗҫлекен ĕç ушкӑнӗн тухӑҫлӑ ӗҫне лайӑх хакланă. Кун пирки вӑл Раҫҫейпе Казахстан регионĕсем хушшинчи XVIII форумри пленум ларӑвне хутшӑнакансене, Оренбургра иртекенскере, пӗлтернӗ.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей регионӗсенчен чылайӑшӗ - 89-шӗнчен 76-шĕ Казахстанри партнерсемпе тӳрӗ суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсем йӗркеленӗ.
"Регионсен хушшинчи контактсем тарӑнлансах пыраҫҫӗ. Хуласем пӗрле тата питӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ", - тенӗ Путин.
Раҫҫей Президенчӗ ҫавӑн пекех РФ Казахстан пӗрлехи ӗҫ валли тӗрлӗ облаҫсенче, çав шутра пысӑк технологиллӗ анлӑ малашлӑхсем ҫинчен пӗлтернӗ. Путин каланӑ тӑрӑх, Казахстан экономикинче Раҫҫей капиталӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 17 миллиард долларпа танлашать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

 

Владимир Путин Пушкӑртстанпа Казахстан килӗштерсе ĕçленине хакланă
Владимир Путин Пушкӑртстанпа Казахстан килӗштерсе ĕçленине хакланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: