Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
3 Декабрӗн 2022, 13:25

Пушкӑртстанра мобилизаци умӗнхи вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ

Вӗренӳ пӗтсен ултӑ çамрăк спецоперацие хӑйсен ирӗкӗпе кайнă.

Пушкӑртстанра мобилизаци умӗнхи вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра мобилизаци умӗнхи вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ


Нефтекамскра мобилизаци умӗнхи вӗренӳ центрӗ тунӑ. Унӑн ӗҫне Уфапа Табын отделенийӗн казаксен обществин атаманӗн юлташӗ Фагим Низамов тăратнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Вӗренӳ центрне Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен ҫамрӑк ҫынсемпе амӑшӗсем ыйтнипе тунӑ. Ку шухӑша хулари влаҫсемпе военкомат та ырланă. "Тренерсен" составне ҫапӑҫу ветеранӗсемпе СВОна хутшӑнакансем кӗнĕ.
"Курссене мобилизациленнисен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрама йӗркеленӗ. Кашни эрнере пӗр уйӑх хушшинче виҫшер заняти ирттереҫҫӗ. Занятисенче тактикӑпа медицина хатӗрлевне, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм тата идеологи воспитанине, радиоҫыхӑну тата топографи никӗсӗсене çар хӑнӑхăвĕсемпе хӗҫпӑшалпа тыткаланма вӗренеççĕ", - пӗлтернӗ Фагим Низамов.
200 ытла ҫын мобилизаци умӗн хатӗрленес кӑмӑл тунӑ. Организаторсем вӗсенчен 30 суйласа илнӗ. Вӗренӳ пӗтсен ултӑ çамрăк спецоперацие хӑйсен ирӗкӗпе кайнă.
Юлашкинчен Фагим Низамов Нефтекамскра вӗренӳ полигонӗ ҫукки, стрельбище йӗркелеме май ҫукки ҫинчен каласа панă.
СВО участникӗсене социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен ĕç ушкӑнӗн ларӑвӗнче практикӑна пӗтӗм республикипех сарма сӗнӳ янӑранă. Тен, ДОСААФ никӗсӗ ҫинче пӗрлехи вӗренӳ центрӗ туса хумалла.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

 

Пушкӑртстанра мобилизаци умӗнхи вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ
Пушкӑртстанра мобилизаци умӗнхи вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: