Халăх пурăнакан кирек хӑш пунктӑн историйӗ, е хула, е пысӑках мар ял пулсан та, хӑйӗн йӑли-йӗркипе, ҫыннисемпе яланах илӗртӳллӗ. Ҫак уйрӑмлӑха упрасси - патриотла воспитани утравӗ пулса тӑракан шкул музейӗн тӗллевӗ. Демскинчи вăтам шкулта та ҫавӑн пек утрав пур, унӑн ертӳҫи истори вĕрентекенĕ В.А. Чернов. Шкул музейӗнче пурнӑҫра паллӑ йӗр хӑварнӑ событисем, фактсем ҫинчен астăвăм юлать.
Семинар кунӗнче В.А. Чернов айккинче юлман. Шкул фойинче вӑл чавнӑ ҫӗртен вӗренекенсемпе илсе килнӗ музей экспоначӗсен выставкине йӗркеленӗ. Семинара хутшӑнакансене вӑл шкул музейӗ ҫинчен, "9 рота" шырав отрячӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панă. Хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ май Владимир Анатольевич Демскинчи вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем патриотизм ҫинчен кӗнекесенчен пӗлменнине, хӑйсем шырав ӗҫне хăйсем тунине палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вӑтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.