Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
20 Декабрӗн 2022, 20:38

Путин Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче лару-тӑру кӑткӑс тесе каланă

#владимирпутин

Путин Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче  лару-тӑру кӑткӑс тесе каланă
Путин Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче лару-тӑру кӑткӑс тесе каланă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ДНР, ЛНР, Херсон тата Запорожье облаҫӗсенчи лару-тӑру ҫинчен каласа панă. Кун пирки Раҫҫей лидерӗ декабрӗн 20-мӗшӗнче хӑрушсӑрлӑх органӗсен кунӗ ячӗпе видеокаланипе пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейри ҫӗнӗ регионсенчи хӑрушсӑрлӑх органӗсен подразделенийӗсен хӑрушсӑрлӑха май килнӗ таран тивӗҫтерес, граждансен прависемпе ирӗклӗхне пӑхӑнса тӑрас тӗлӗшпе пурне те тумалла.
"Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ хӑрушсӑрлӑх органӗсен подразделенийӗсене уйрӑммӑн палӑртас тетӗп. Ҫапла, сире халӗ йывӑр, Донецк тата Луганск халӑх республикисенче, Херсон тата Запорожье облаҫӗсенче лару-тӑру питӗ кӑткӑс. Анчах сире, эсир хӳтӗлессе, унта пурӑнакан çынсем -Раççей гражданӗсем шанаҫҫӗ", - тенӗ Путин.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Сергей Батурин

Путин Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче  лару-тӑру кӑткӑс тесе каланă
Путин Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче лару-тӑру кӑткӑс тесе каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: