Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
27 Декабрӗн 2022, 11:15

Путин Раççейĕн тӗллевӗ вырӑс халӑхне пӗрлештересси тенӗ

#владимирпутин

Путин Раççейĕн тӗллевӗ вырӑс халӑхне пӗрлештересси тенӗ
Путин Раççейĕн тӗллевӗ вырӑс халӑхне пӗрлештересси тенӗ

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей тӗллевӗ — вырӑс халӑхне пӗрлештересси пулнине палӑртнӑ. Украинӑри лару-тӑрура РФ хӑйӗн гражданӗсене хӳтӗлессисӗр пуҫне урӑх суйлав юлман, - тенӗ декабрӗн 25-мӗшӗнче Президент Павел Зарубин журналистпа "Москва. Кремль. Путин" программӑра калаҫнӑ чухне.
"Украинӑри хирӗҫӳ никӗсӗ ҫинче историллӗ Раççее Хӗвеланӑҫ салатса яма хӑтланни выртать. "Пайла та хуҫалан" — акӑ вӗсем яланах ҫакна тума тӑрӑшнă, халӗ те тума тӑрӑшаҫҫӗ, пирӗн тӗллев урӑххинче - вырӑс халӑхне пӗрлештерессинче", - палăртнă Президент.
Вӑл Раҫҫей тӗрӗс ҫул-йӗрпе пынине палӑртнӑ. Ҫӗршыв хӑйӗн интересӗсемпе гражданӗсен интересӗсене хӳтӗлет.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Кристина Кормилицына.

Путин Раççейĕн тӗллевӗ вырӑс халӑхне пӗрлештересси тенӗ
Путин Раççейĕн тӗллевӗ вырӑс халӑхне пӗрлештересси тенӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: